«Шăпа çапла тухрĕ пулсан...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:36 Просмотров: 103

1941-1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Хурăнсур Çармăс ялĕнчи пĕртăван Бардасовсем 5-ĕн нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Тискер вăрçăн çивĕч çави кашни кун этемлĕхĕн кун-çулне çулнă. Хуласемпе ялсем арçынсемсĕр пушанса юлнă. Вăрçăра тăкнă этем юнне пухсан пĕр пысăк кÿлĕ те пулнă пулĕччĕ.

Никит Филиппович БАРДАСОВ 1899 çулта çуралнă. 1942 çулхи июнь-июль уйăхĕсенче Брянск фронтĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç малти линире çапăçнă. Йывăр аманса госпитальте сипленнĕ. Çакăн хыççăн 191 ОВС батальонĕн 2-мĕш стройротинче мĕн Берлина çитиччен пиçĕхнĕ.

Петр Никитич БАРДАСОВ 1917 çулта çуралнă. 1941 çулта хастар салтак Мускав хулине хÿтĕленĕ. Декабрь уйăхĕнчи шартлама сивĕ кунсенче малти линире пулнă, çара окопра тăшмана хирĕç куçа-куçăн тăнă чух аманнă, алли-урисене пĕтĕмĕшле тăм илнипе вырăнта хускалайми хытса шăнса ларнă. Госпитальте выртса тухнă хыççăн ăна, хавшакскерне, киле янă. Анчах Петр Никитичăн суранĕ çултан-çул шала кĕрсе пынă. Вăл ашшĕ фронтран таврăнасса кĕтсе илеймен. 1945 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Федор КУЗЬМИН

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика