«24 сехетрен пирĕн танксем Лондонра пулĕç»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:37 Просмотров: 107

Çакăн пек мăнаçлă хуравланă 1947 çулта икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Павел Семенович Рыбалко маршал Англири корреспондентăн ыйтăвне.

1943 çул, июнь уйăхĕ. Генерал-майор Рыбалко ертсе пынă гварди 3-мĕш танк çарĕ Курск пĕккинче наступление кĕрсе фашистсен хÿтĕлевне çĕмĕрсе тухнă. Çав çулах сентябрь уйăхĕнче пирĕн командовани Днепр юханшывĕ урлă каçма приказ панă. Кунта Павел Рыбалко генерал «чеелĕхĕпе» усă курнă, салтаксем йывăçран танксемпе тупăсен макечĕсене тунă. Нимĕçсем вара кунта улталаннă - пирĕн çарсем юханшыв урлă каçасса кĕтнĕ. Пирĕн танксем вара систермесĕр 300 çухрăм марш туса тепĕр çĕртен Днепр урлă каçса Киев хули еннелле наступлени пуçланă. Хулана каçхине пур танк çинче фарăсем, пысăк прожекторсем çутса тата сиренăсемпе кăшкăртса харăс атакăна кĕрсе кайнă. Çак ăнăçлă операцишĕн Павел Рыбалко Совет Союзĕн Геройĕ ятне илме тивĕçнĕ. 1944 çулта Львов хулине кĕске вăхăтра фашистсенчен ирĕке кăларнăшăн тав туса, ун тĕп урамне Рыбалко генерал ятне панă. 2001 çулта Украина националисчĕсем вара путсĕрле хăтланнă - çак хула урамне Петлюра ятне парса улăштарнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика