Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:38 Просмотров: 96

Пирĕн çемьен чăн-чăн паттăрĕ - манăн мăн асатте Иван Петрович Петров.

Вăл 1917 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Кив Мĕлĕшре хресчен çемйинче çуралнă. Ирех амăшĕсĕр тăрса юлнă. Вăл вăхăтри кашни ача пекех мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. 11 çул тултарсан колхозра вăй хума пуçланă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Мăн асаттепе унăн икĕ пиччĕшне темиçе кунтанах çара илнĕ. Вĕсем Мускава çити тавар турттаракан поезд çинче кайнă. Вакунсенче çынсемпе пĕрле лашасем те пулнă. Пĕртăвансем вĕсене тĕп хулана çитичченех пăхнă, апат çитернĕ, шыв ĕçтернĕ.

Мускавран Иван Петровича фронта Смоленск хулине ирĕке кăларма янă. Çак вăхăтра тăшман Волоколамск, Нарофоминск, Можайск еннелле хаяррăн тапăнса килнĕ. Минометчик пулса çапăçакан мăн асаттене юнлă çапăçура тăшман пульли йывăр амантнă. Госпитальте сывлăхне çирĕплетнĕ хыççăн хăюллă салтак фронта таврăннă.

1944 çулта Витебск хулинче Иван Петрович 30 нимĕç фашистне тыткăна илме пултарнă. Çакăншăн ăна пысăк наградăсемпе - Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата «Хăюлăхшăн» медальпе - чысланă. Мăн асатте пĕтĕм вăрçă çулăмĕ витĕр тухса Германи таран çитнĕ. Çак вăхăтра пилĕк хут аманнă, контузи пулнă. Берлина илнĕшĕн ăна «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.

Вăрçă вĕçленсен Иван Петров тăван яла таврăннă, нумай çул колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. 1996 çулта паттăр салтак ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Илья МАСЛЯЧКИН

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика