Пĕр çемьерен - тăваттăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:38 Просмотров: 100

Мăн асатте пирĕншĕн чăннипех те паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăрать. Вăл 1924 çулта Кивьял Хапăс ялĕнче çуралнă.

Матрена Афанасьевнапа Егор Трофимович пилĕк ача çитĕнтернĕ: тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тăватă ывăлĕ те - Григорий, Василий, Никита, Николай - хăйсен ирĕкĕпе нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешме тухса кайнă.

Манăн мăн асатте1942 çулхи августран тытăнса 1943 çулхи сентябрьччен Кострома хулинче вĕренÿ центрĕнче пĕлÿ илнĕ. Хыççăн вăл Калинин фронтне лекнĕ. Николай Егоровича 19-мĕш стрелковăй дивизин 302-мĕш стрелковăй полкăн отряд командирĕ пулма шаннă. 1943 çулхи декабрьте вăл Псков облаçĕнчи Великие Луки хулишĕн пынă çапăçура хытă аманать. 1944 çулхи май уйăхĕччен Чулхулари госпитальте сипленет. Анчах та сывлăхне пула ăна урăх фронта яман.

Тăван тăрăха таврăнсан мăн асатте райвоенкоматра тата Упнерти шкулта военрукра тимленĕ. Вăрçă хыççăн тăван Чапаев ячĕллĕ колхоза çĕклессишĕн тăрăшнă: колхозник, машинăпа трактор паркĕн учетчик-заправщикĕ, бригадир пулнă. Авланса мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтернĕ. Ялта хисепленĕ, çавăнпах депутата та суйланă. Пурнăçран вăл 88 çула çитсе уйрăлнă.

Мăн асаттен пиччĕшĕ Василий вăрçă пуçламăшĕнчех çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Никитăпа Григорий киле Çĕнтерÿпе таврăннă.

Эпĕ хамăн мăн асаттепе те, ун пиччĕшĕсемпе те мухтанатăп!

Яна СЕРГЕЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика