Ăруран ăрăва ĕçчен ятне чыслăн тытса пыракансем хисепре. Хастарсене пула малашлăхалла çул уçăлать. Шупашкарти Агрегат завочĕн культура керменĕнче чи лайăх ĕç династийĕсене чысланă.
Мероприятие Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та хутшăннă. «Чăваш ен хăйĕн ĕç династийĕсемпе мăнаçланать, вĕсене эпир 20 çул ытла ĕнтĕ чыслатпăр. Рабочи профессийĕнчи, медицинăри, педагогикăри тата ытти сферăри пин ытла çавнашкал çемье - ăрусен çыхăнулăхĕн тата ĕçе чунтан парăнса пурнăçланин чĕрĕ тĕслĕхĕсем. Вĕсем хăйсен паха опычĕпе пĕлĕвне ăруран ăрăва куçараççĕ, çапла майпа саманасен тачă çыхăнăвне тата кал-кал аталанăва тивĕçтереççĕ», - тенĕ Олег Алексеевич.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Август 2026 |
