Патшалăх автоинспекцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çĕршывра пĕлтĕр мототранспорт водителĕсен айăпĕпе 9,5 пин ытла çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Аварисенче 934 çын пур-нăçĕ сарăмсăр татăлнă, 10 пин ытла çын аманнă. Кунашкал инкексен хисепĕ, ырă мар йăлана кĕнĕ тăрăх, шăпах çуркунне çитсен тăрук ÿсет. Ăшă çанталăкра ку техника çул çинче йышлă чупма тытăнать, водительсен хĕлле хыççăн вĕсемпе çÿрес хăнăхусем чакнă, хăшĕ-пĕрисем транспорт юсавлăхне сăнаса тăмаççĕ... - аварисем тухнин сăлтавĕсем, чăн та, сахал мар.
Уйрăмах пăшăрхантаракан пулăм вара - юлашки вăхăтра ачасемпе çамрăксем хушшинче питбайк анлă сарăлни. Ку техника спорт инвентарĕ шутланать, вăл пурте усă куракан çулсемпе çÿремелли мар. Унăн хыçри тĕкĕрсем, светотехника тата хăрушсăрлăх валли кирлĕ ытти элементсем те çук. Апла пулин те вĕсем тăтăшрах та тăтăшрах авари сăлтавĕсем пулнине куратпăр. Çавăнпа та ăнланмалла: питбайк тетте е ансат велосипед мар, вăл - ăмăртусем, спорт мероприятийĕсем валли кăна. Унпа мĕнпур хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса тата ятарлă вырăнта çеç усă курмалла. Тротуарсем, парксем, ял-хулари çулсем ун пек вырăнсем шутне кĕмеççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
