Пăртассем хисеплĕ ентешне юлашки çула ăсатрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:07 Просмотров: 108

Çапла, ентешне. Вăл 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Павлушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ пулсан та. Мĕншĕн тесен Шупашкарти пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн вăл 62 çул каялла направленипе килсе хăйĕн кун-çулне Пăртаспа çыхăнтарнă.

Евдокия Степановна тесен ялта ăна пĕлмен, хисеплемен çын та çук. Ырă кăмăлне, çаврăнăçулăхне, пултарулăхне кура пăртассем ăна хăйсен ентешĕ вырăннех хунă. Ял ачисене 35 çул нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ вăл, ĕçĕнче вĕренекенсемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе те пĕр тĕвĕре пулнă. Çавна пулах-тăр, темиçе вĕренекенĕ юратнă учителĕн çулĕпе кайнă.

Астăватăп, ялти шкултан 1976 çулта вĕренсе тухнă тăванăн 60 çулхи юбилейĕ умĕн хăнасене выляттарма ыйтусем хатĕрленĕ чухне унăн юратнă предмечĕ пирки кăсăкланнăччĕ. «Нимĕç чĕлхи», - пулнăччĕ тăванăн хуравĕ. Асăрханă тăрăх, учителе хăйне юратмасан унăн предметне те килĕштерейместĕн.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика