Кăтартусене ÿстернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:08 Просмотров: 99

Кăçалхи тăватă уйăхра Чăваш ен сĕт экспорчĕ енĕпе кăтартусене лайăхлатма пултарнă. Çакăн пирки Ял хуçалăх министерстви пĕлтерет. Республикăран сĕт тата хăйма ăсатнин калăпăшĕ ?укçа виçипе% пĕлтĕрхи январь-апрель уйăхĕсенчипе танлаштарсан 2,2 хут ÿснĕ.

Пĕтĕмĕшле вара Чăваш ен кăçал сĕте 20 ытла тонна экспорта янă. Хальхи вăхăтра чăваш сĕт продукцийĕн тĕп туянаканĕ - Казахстан.

2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх, сĕт юр-варĕн пĕтĕмĕшле экспорчĕн калăпăшĕ 126 тоннăпа танлашнă, вĕсенчен 95,8 тонни сĕте тата хăймана тивет, ытти пайĕ - сыр тата мороженăй.

Ял хуçалăх продукцийĕн экспортне аталантарасси - республикăн экономикине çирĕплетмелли, вырăнти производительсен конкурентлăхне ÿстермелли тĕп пулăмсенчен пĕри. Ку енĕпе кăтартусене лайăхлатма «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ нумай пулăшса пырать.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика