Чăваш ен Финанс министерстви хуласемпе муниципалитетсем пĕлтĕр бюджет тытăмне мĕнле йĕркеленин тишкерĕвне пĕтĕмлетнĕ. Кунашкал хаклава ведомство 2015 çултан пуçласа çулсеренех ирттерет.
Тĕрĕслевре 56 кăтартăва шута илеççĕ: бюджета планланине тата пурнăçланине, вăхăта ирттерсе янă кредит парăмĕсем çуккине, вырăнти бюджетсем çине парăм тиевне чакарнине, вырăнти налуксемпе штраф санкцийĕсем, муниципаллă харпăрлăхпа усă курнăшăн аренда тÿлевĕ тĕлĕшпе парăма чакарнине, бюджет даннăйĕсен уççăнлăхне ÿстернине, бюджет саккунлăхне пăхăннине тата ыттине.
Хаклав пĕтĕмлетĕвĕсене кура, чи лайăх кăтартусем - Шупашкар хулин тата çичĕ муниципаллă тăрăхăн. 2025 çулта бюджета йĕркеленипе малтисен йышне Вăрнар округĕ те кĕнĕ. Ведомство уйрăммăн палăртать: пирĕн округ, Канаш, Етĕрне тата Елчĕк тăрăхĕсемпе икĕ çул харăс ĕнтĕ лидерсен ятне тытса пыраççĕ.
Çав вăхăтрах чи пĕчĕк балсене виçĕ округ тивĕçнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
