Шкулсем хушшинчи туслă çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:09 Просмотров: 133

Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа Çĕнтерÿ кунĕ умĕн округри шкулсем Беларуç Республикинчи Бешенковичи районĕнчи шкулсемпе масштаблă телекĕперсем ирттернĕ.

Санарпуç шкулĕ Бойчековскри вăтам шкулпа çыхăннă. Телекĕпере çак шкулсенче вĕренекенсемпе пĕрле Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Бешенковичи райисполкомĕн председателĕ Галина Унукович, Санарпуçĕнчи шкул директорĕ Владимир Малов тата Бойчековскри шкул директорĕ Наталья Апанасенок хутшăннă, пĕр-пĕрне çывхарса килекен Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă. Санарпуçĕнчи шкул ачисем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра чăвашла тата вырăсла юрланă. «Ложкари» ансамбле çÿрекен Беларуçри тантăшĕсем те вĕсенчен юлман, хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Шкулсен ертÿçисем малалла пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен документа ал пусса çирĕплетнĕ. Ку вăл ахаль хут мар, пулас ăрусен туслăхĕн çирĕп никĕсĕ пулнине каласа хăвармалла.

«Пĕрлĕхре - вăй» телекĕперĕн тепĕр площадки Вăрнарти 2-мĕш шкулта пулнă. Кунта пуçтарăннисем Бешенковичи поселокĕнчи 2-мĕш шкулпа çыхăннă. Мероприяти вăхăтĕнче вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем Сергей Ильинпа Татьяна Божедомова, Вăрнарти 2-мĕш шкулти вĕрентÿ Канашĕн президенчĕ Виктория Татарова тата Вăрнар округĕн депутачĕ Вячеслав Алексеев тухса калаçнă. Вĕсенчен кашниех çакăн пек тĕлпулу пĕлтерĕшлĕ пулнине, ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртнă. «Çăлтăрчăк» коллектив илемлĕ чăваш ташшипе савăнтарнă.

Виççĕмĕш телекĕпер И.Н.Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти 1-мĕш шкулпа Бешенковичири 1-мĕш шкул хушшинче иртнĕ. Унта шкул директорĕсем Румия Басыровапа Светлана Баранок, Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова хутшăннă. 6-мĕш «А» класра вĕренекенсем «Эпир - халăх çарĕ» юрра шăрантарнă. Пухăннисем малалла та тачă çыхăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме калаçса татăлнă.

Телекĕперсем «Единая Россия» партин «Истори астăвăмĕ» проекчĕн йĕркипе иртнĕ.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика