Хисепе тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:11 Просмотров: 112

Пирĕн çĕршывшăн чи сăваплă та пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри – Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тесе кашниех çирĕплетме пултарать.

Паянхи кун вара çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем СВО-ра иксĕлми хăюлăх кăтартаççĕ. Паттăррăн пуç хунисем умĕнче те пуç таятпăр.

Анаткас Хапăсри Нина Кирилловна Чернушкина хисеплĕ çынсенчен пĕри. Ача чухнех çăкăр хакне пĕлнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çитĕннисемпе тан тăван хуçалăхра ĕçленĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Унăн мăнукĕ СВО участникĕ.

Хальхи вăхăтра тыл ĕçченĕ хăйĕн хĕрĕ Любовь Андреева патĕнче Упнерте пурăнать.

Хисеплĕ çемьене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Упнер территори пайĕн çарпа учет инспекторĕ Надежда Шляпкина, ертсе пыракан специалисчĕ Надежда Змеева, Хапăсри клуб заведующийĕ Евгений Кудрявцев тата Татьяна Александрова библиотекарь саламланă, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват суннă. Чăваш ен ертÿçи тата округ пуçлăхĕ ячĕпе парне кÿнĕ.

Евгений Кудрявцев юрăсем шăрантарнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика