Паян пуç таятпăр Мачамăш ялне,
Ятран тав тăватпăр кашни паттăрне:
Мухтав ĕмĕр-ĕмĕр совет салтакне
Алран вĕçертменшĕн çĕршыв ялавне.
Сахал-им юн тăкнă вĕсем вăрçăра,
Ялан ашшĕ-амăшĕ пулнă асра,
Ачи-пăчисем те тăван-пĕтенсем,
Колхоз уйĕ-хирĕ, чăваш йăмрисем,
Павар çырмипе Виç тÿпе, пĕвесем,
Çунатлă арман, манăçми сукмаксем,
Кĕтме сăмах панă юратнă çынсем,
Вĕсен шанчăка упракан юррисем...
Анчах та кашни каялла килеймен,
Пĕччен тăрса юлнă чылай кинемей,
Ĕçре çирĕпленнĕ вĕсен ачисем,
Тăр-тăлăххăн ÿснĕ пулас салтаксем,
Никам типĕтеймĕ çынсен куççульне,
Ялан асилетпĕр вĕсен кун-çулне,
Тылри хĕн-хуртан ял çынни парăнман,
Çĕршыв хăватне çĕклеме пулнăран.
Çыру виç кĕтеслĕ те, пурнăç - пĕрре,
Раççей тĕнчене шанса панă пире.
Анчах çĕнтерÿ çухатусăр пулмасть,
Астăвăм çинчен те манма юрамасть.
Вилмен чăннипе, çăтмаха лекнĕрен,
Пире пулăшаççĕ çÿлти тÿперен.
Тăшман икĕ юплĕ, чее те кавар,
Паян хăш чухне вăл çÿрет юнашар,
Укçашăн çунаççĕ халь сутăнчăксем,
Эпир пулнипе ирĕке тухнисем.
Хăраççĕ хăйсем, шанчăк çук пурнăçра,
Пĕрле шăл хăйраççĕ каллех Анăçра,
Каллех кураймаççĕ эпир чĕррине,
Кĕресшĕн вĕсем çамрăксен чĕрине.
Анчах пурпĕрех чечекленĕ тĕнче -
Яш-кĕрĕм хастар çапăçу хирĕнче,
Усал-тĕселе юрамасть парăнма,
Турра кĕл тăватпăр чипер пурăнма.
Нихçан та пулмастпăр тăшманăн тарçи,
Пире хÿтĕлет-тĕк Мачамăш ачи,
Пĕрле кар тăраççĕ мĕнпур ентешсем,
Шанатпăр сире, вăрнарсем, нурăссем,
Тăван халăхсем, чăвашсем, вырăссем...
Раççейĕн хăюллă, хастар ачисем,
Тытаççĕ ăшра ваттисен пехилне,
Ыр-сывă кăна таврăнайччăр килне.
Пире тытса пытăрччĕ чăнлăх пурри,
Пурне те сире ан пăрахтăр Турри,
Тăван çĕршыва упрама пĕлмелле,
Сÿнме парас марччĕ чунри хĕвеле!
Валерий КОШКИН
2026 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕ
Мачамăш ялĕ
Август 2026 |
