Çĕнтерÿçĕ-ăрăва - мухтав!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:11 Просмотров: 104

Вăрçă историне, унăн паттăрĕсем çинчен, вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсен хастарлăхĕ çинчен пирĕн çитĕнекен ăрăва каласа кăтартмалла, Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă уява Мачамăшра та паллă тунă. Чи кĕçĕннисем, Калининăри ача садне çÿрекенсем, патриотлăхпа тулнă сăвăсене мăнаçлăн вуланă. Отставкăри полковник Валерий Кошкин, Калинино территори пайĕн специалисчĕ Татьяна Павлова Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланă. Вăрçă паттăрĕсем çĕршыва фашизм тыткăнĕнчен çăлса хăварнине, мирлĕ тÿпешĕн тăшмансемпе çапăçса хăйсен пурнăçне шеллеменнине палăртнă. Тыл ĕçченĕсем те иксĕлми хастарлăх, тÿсĕмлĕх кăтартнине çирĕплетнĕ. Паттăр ăру умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр.

Уява килнисем обелиск умне веноксем, чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика