Пулăшупа усă курнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:12 Просмотров: 131

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿ-рекен адвокатсем республика çын-нисене 403 тĕслĕхре хÿтлĕх панă.

Право пулăшăвне 150 çын ытла тивĕçнĕ, вĕсенчен 69-шĕ - ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата вĕсен çывăх çыннисем. Ку ушкăнри граждансемпе ĕçлесси адвокатсемшĕн уйрăм тимлĕхре. Вĕсене çăмăллăхсем тата тÿлевсем илме документсем йĕркелессинчен тытăнса суд инстанцийĕсенче прависене хÿтĕлесси таранах пулăшу параççĕ.

Палăртмалла, чи анлă усă курнă тивĕçтерÿ право докуменчĕсене хатĕрлесси пулнă ?154 тĕслĕх%. Çавăн пекех республика çыннисем консультацисем ?126%, çыруллă ăнлантарусем ?32% илнĕ, хăйсен интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципаллă органсенче хÿтĕлес тивĕçтерÿсемпе те ?91% усă курнă.

Чăваш ен юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илме пултаракансем ку правопа активлă усă курнине палăртать. Ку çăмăллăха илме май пурри çинчен ăнлантарса информациллĕ ĕçе татах та вăйлатма палăртаççĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика