Ырă ят ылтăнран çутă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:12 Просмотров: 145

Çăмăл мар, çав вăхăтрах çемье телейĕпе, ĕçри хастарлăхпа, кил-йышри çураçулăхпа, юратупа тулăх пулнă Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче пурăнакан Мария Ивановна Антонован кун-çулĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче ветеран 90 çулхи сумлă юбилейне ачисемпе, мăнукĕсемпе, сумлă хăнасемпе пĕрле çавра сĕтел хушшинче кĕтсе илчĕ.

Мария Антонова çак ялтах 1936 çулта çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ун хыççăнхи терт-нушаллă вăхăта лекнĕ. Мĕн пĕчĕкренех аслисемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. 14 çул тултарсан фермăра тимлеме тытăннă. Ир пуçласа каçченех ĕçлесе ывăннă пулсан та, каçпа ялти çамрăксем вăйă картине пуçтарăннă. Юрланă, ташланă, савăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика