Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Вăрнар историне тата тепĕр паллă пулăм çырăнчĕ - Астăвăм скверĕнче Ĕмĕрлĕх çулăм ялкăшма тытăнчĕ.
Ĕмĕрлĕх çулăм ку вырăна чăннипех те мăнаçлăх кÿчĕ - Сквер патриотлăхпа тата та туллинрех сывлама тытăнчĕ. Кунти кашни вырăн ентешсен хăюлăхĕпе, Тăван çĕршыва юратнипе çыхăннă.
Пĕлтĕр кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афган, Чечня вăрçисенче, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă ентешсен ячĕсене çырнă мемориал плитисем вырнаçтарчĕç. Ĕмĕрлĕх çулăм шăпах вĕсен умне вырнаçрĕ.
Мероприяти чĕресене хускатрĕ. Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ шкулти çамрăк армеецсем иртенпех хисеплĕ караула тăчĕç. 2-мĕш шкулта вĕренекенсем хăватлă сăвăсем вуларĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
