Ăмăртусем кăмăл çирĕплĕхне ÿстереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:13 Просмотров: 103

Пирĕн мухтавлă ентеш, Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ, Мускав облаçĕнчи «Порт Коломна» АО генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев кăçал та çамрăк кĕрешÿçĕсене Вăрнарта йышлăн пуçтарчĕ

Ун парнисемшĕн иртнĕ турнира спортсменсем хамăр

республикăри чылай округпа хуларан çеç мар, Ульяновск облаçĕнчен, Марий Эл тата Тутарстан Республикисенчен те килсе çитнĕ. Кавир çине пĕтĕмпе 206 хĕрпе каччă тухрĕç.

Кашни тытăçу, кашни çыхăну çивĕч иртрĕ, ачасем кĕрешÿ техникине аван пĕлни сисĕнчĕ. Хăшĕсем вара пушшех те çаврăнăçуллă - пĕрле кĕрешекене уйăрнă вăхăтчен самай маларах парăнтарма пултарчĕç.

- Çакнашкал ăмăртусем çамрăксен кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме, чăн-чăн патриотсене çитĕнтерме пулăшаççĕ, - терĕ официаллă пайра ăмăрту йĕркелÿçи Владимир Алексеев.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика