Çемье вăл - эпĕ, икĕ шăллăм,
Ялан хаваслă йăмăксем...
Ĕçчен атте, аннен куллийĕ
Ир-каç çутаттăр пÿлĕме!
Отиккăвă ялĕнчи Людмила
Станиславовнапа Александр Петрович Ивановсем 14 çул ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе, пулăшса пурăнаççĕ. Вĕсен çемйинче пилĕк ача ÿсет. Асли Валерия 6-мĕш, Костя 5-мĕш, Вероника 2-мĕш классенче вĕренеççĕ. Ача садне çÿрекен Настя 3 çул тултарнă. Кĕçĕннийĕ, Матвей, иккĕ тултарать.
Ашшĕпе амăшĕ хăйсем те ĕçчен пулнă пирки ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Шкула çÿрекеннисем кĕçĕннисене пăхаççĕ. Кил-çуртра тирпейлĕхе тытса тăма та ÿркенмеççĕ: урайне çăваççĕ, чашăк-кашăкĕсене хăйсем çинĕ хыççăн чÿхесе тасатаççĕ. Çуллахи вăхăтра анкартинче çумкурăкне çумлама, çимĕçсене шăварма пулăшаççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Надежда ИЛЬИНА,
пенсионерка
Август 2026 |
