Çурхи ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Хресчен кăçал та йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ярасшăн мар. Çуракине тухнă хуçалăхсен шучĕ ÿссех пырать. Округ пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Шашкарова, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Игорь Егоров тĕрлĕ хуçалăхсене çитнĕ.
«Мураты» кооперативра çурхи тĕштырăсем 336 га, çĕрулми 125 га, техника культурисем 387 га йышăнĕç. Выльăх апачĕлĕх культурăсем валли 50 га уйăрĕç. Кооператив ертÿçи Геннадий Спиридонов çирĕплетнĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни кашни кун чĕрĕ укçа илсе кĕрет, аш-пăш, сĕт продукцийĕсене сутни хуçалăх экономикине аталантарать. Çавăнпа выльăх апачĕн бази çирĕп пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
