Паттăрлăха сÿнме памалла мар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2026, 14:14 Просмотров: 101

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 81 çул çитрĕ. Кăçал хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе Аслă Çĕнтерĕвĕн уявне чаруллă йĕркепе ирттерчĕç. Вăрнарта та йăлана кĕнĕ парад пулмарĕ. Анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене манмарĕç, вĕсене асăнса палăксем умне чечексем хучĕç.

- Вăрçă кашни çемьене кĕнĕ. Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесене çемьерен уйăрнă, ачасене ÿстерес вырăнне вĕсен алла пăшал тытма тивнĕ. Çĕнтерĕве тылпа фронт пĕрлешсе туптанă, хальхи ăру телейлĕ те савăнăçлă ÿстĕр тесе пурнăçĕсене шеллемен, çавăнпа та пирĕн паттăрлăха нихăçан та сÿнме памалла мар, ăруран ăрăва çутă тĕслĕхе куçармалла, - терĕ Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика