Хĕрачана çыртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:04 Просмотров: 81

Энцефалитлă сăвăс Тюмень хулинчи пилĕк çулти хĕрачана çыртнă.

Пăтăрмах ача вылякан кил таврашĕнчи участокрах пулнă. Амăшĕ каланă тăрăх, пĕчĕк хĕрĕ чăтма çук ыратнипе сасартăк макăрма пуçланă, хăлхи самантрах хĕрелсе хытах шыçнă. Тюмень больницин тухтăрĕсем паразита хăвăрт кăларнă, лаборатори тишкерĕвĕ вара сăвăсра энцефалит вирусĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Хĕрачана ăннă, мĕншĕн тесен икĕ çул каялла ăна прививка тунă, вакцинаци организма инфекцие çĕнтерме пулăшать. Хальхи вăхăтра хĕрачана антибиотиксемпе сиплеççĕ, пĕчĕк пациентка хăйне лайăх туять.

Юлашки икĕ эрнере кăна Раççейре сăвăс çыртнипе шар курнисен шучĕ 25 пин çынран иртнĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика