Килсе çитрĕ çуркунне...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:04 Просмотров: 81

Прозăллă сăвă

Акă, çитрĕ çуркунне, хĕвел пăхать илĕртсе, ирĕлтерчĕ шурă юрне. Сиренĕ те сарăлса, ак, кăларчĕ папкине, нарциссем те пуç çĕклерĕç кармашса пĕлĕтелле. Вĕçсе килчĕç, ак, туссем: кураксемпе шăнкăрчсем тата ытти кайăксем. Савăнса, хавасланса юр юрлаççĕ тăрăшса. Пухăнса та чĕвĕлтетсе «туй» тăваççĕ савăнса, хушăнаççĕ çемйисем, кĕç тухаççĕ чĕпписем, ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет, пурнăç малалла шăвать...

Ялти чăваш маттурĕсем ăсталанă йăвасем. Шăнкăрчĕсем йăвисене тултараççĕ мамăксем... Парнелеççĕ çепĕç юррине хастарсене. Тав тăваççĕ ĕçчен туссене.

Вăхăт çитсен тăрăшуллă чăваш тухса тăчĕ урама. Аллисенче кĕреплепе кĕреçе, ал пăчки те наçилкка. Халăх тăрăшса ĕçлет, пыл хурчĕ пек хĕвĕшет. Мăнтарăн ачи-пăчи хăрăк-туратне туртать, сăмсине алпа шăлать, шăлаварпе тасатать, нăшик-нăшик тутарать, çăварне карсах кулать. Юрла-юрла, савăнса халăх ĕçлет тăрăшса.

Акă, Кротов музыкант килсе çитрĕ купăспа, тăрăшсах такмак калать, хăй те шăнкăрч пек юрлать. Халăхĕ те савăнать, ĕçчен çынна пит мухтать. Тасалăхĕ хамăршăн, ĕçлĕр-ĕçлĕр халăхшăн. Ĕç-хĕле вĕçлесен канăпăр чун каниччен. Тутанăпăр хурăн шывне тата вĕрирех чейне, хăмлапа ярса вĕретнине. Вăт çапла, юлташăмсем, манас марччĕ пĕр-пĕрне, ялан пуласчĕ пĕрле.

А.ВЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика