Сывлăхшăн сиплĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:04 Просмотров: 130

Пыл шывĕ - пылпа ăшă шыва хутăштарнă напиток. Ăна выç хырăмла ĕçме сĕнеççĕ. Пыл шывĕ начарланма, вар-хырăм ĕçне йĕркелеме, лайăх çывăрма, организма çамрăклатма тата иммунитета çирĕплетме пулăшать.

Ку напиток усăллă тата сиплĕ пултăр тесен çакна асра тытмалла:

чăн-чăн, шанчăклă пылпа çеç усă курăр, унта ытти хутăшсем пулмалла мар,

шыва 37 градус таран ăшăтмалла, çăлкуçран е ятарласа тасатнине илмелле,

200 мл шыв çине 30 г пыл ярсан çителĕклĕ,

напитока апат çийиччен çур сехет маларах ĕçмелле,

пыл шывне ĕçес умĕн хатĕрлемелле, холодильникре упрама юрамасть, сиплĕ пахалăхĕсем çухалаççĕ.

Пыл çине аллерги пур пулсан, гипертонипе, вар-хырăм пăсăлнипе аптрасан, апат-çимĕçпе наркăмăшлансан пылак шыва ĕçме юрамасть. Пĕрремĕш хут тутаннă чухне те асăрхануллă пулмалла, организм хăйне мĕнле туйнине сăнамалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика