Кăмăла çĕклеме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:15 Просмотров: 147

Китайри ученăйсем цитруссен шăрши пуç мимин ĕçне лайăх витĕм кÿнине тата кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшнине тĕпчесе пĕлнĕ. Эксперимента хутшăнакансем апельсин, грейпфрут, лимон, мандарин эфир çăвĕсене шăршланă. Специалистсем организмри улшăнусене тата пуç миминчи активлăха сăнанă. Пĕтĕмлетÿсем çапларах пулнă: нерв системин ĕçĕ çĕнĕрен вăй илсе йĕркене кĕнĕ, çынсем хăйсене лăпкăрах, канлĕрех туйнине палăртнă. Анализ лимонен, линалоол тата ытти техĕмлĕ компонентсен хутăшĕсем стресс шайне пĕчĕклетме пулăшнине кăтартнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика