Çынсене пулăшас туйăм пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:15 Просмотров: 106

Юн пани - сăваплă ĕç.

Кашниех донор пу-лаймасть. Сывă çынсем кăна сăваплă ĕçе хутшăнаяççĕ. Паллах, донорсенне хăйсенне те юн париччен сывлăхне тĕрĕслеççĕ.

Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, юн париччен 48 сехет маларах эрех-сăра, эмел ĕçме, ăшаланă тата çуллă, сĕт продукчĕсенчен хатĕрленĕ апата рационта усă курма юрамасть. Юн панă кун çăмăл апат çимелле. Шыв, пылак чей, морс е улма-çырла сĕткенне ĕçмелле. Çакă юн калапăшне тавăрма пулăшать.

Республикăра «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята илнĕ 4 пин те 700 çын пурăнать. Палăртмалла, кăçалхи пĕрремĕш кварталта ку йыша тата 50-ăн хушăннă.

Ытларах пайĕ Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта, Канашра пурăнать. Республикипе илсен, кашни çул 9 пин ытла çын юн парса сăваплă тивĕçе пурнăçлать. Палăртма кăмăллă, пирĕн округра донорсем сахал мар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика