Яллă тăрăхра пурăнакансем пенси çумне хушма тÿлев илме пултараççĕ. Ăна ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, хальхи вăхăтра ĕçлемен пенсионерсене тÿлеççĕ. Хулана пурăнма куçсан та тÿлев сыхланса юлать.
Ватлăхпа тата 1, 2 ушкăнри инвалидноçпе страхлав пенсине илекенсен хушма тÿлев виçи 2396,17 тенкĕпе танлашать. 3 ушкăнри инвалидноçпе страхлав пенсине илекенсемшĕн - 1198,09 тенкĕпе.
Ялти стаж шутне колхозсенче, совхозсенче, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетекен ытти организацисемпе предприятисенче ĕçленĕ вăхăта кĕртеççĕ. Професси Раççей Правительстви çирĕплетнĕ 500 специальноçпе должноç шутĕнче пулмалла.
Пенсионерсем кирек хăш вăхăтра та хушма тÿлеве илме май паракан документсене Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмне нумай функциллĕ центр, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ е клиент службин уйрăмĕсем урлă тăратма пултараççĕ.
Ĕç пăрахнă хыççăн хушма тÿлеве заявлени памасăрах, ĕçрен тăратнă сведенисем тăрăх палăртаççĕ. Тепĕр хут ĕçе тухсан укçа-тенке тÿлеме пăрахаççĕ.
Ыйтусем пулсан пĕрлĕхлĕ контакт-центрăн номерĕпе - 88001000001 - шăнкăравламалла.
Август 2026 |
