Савнă ялăм Кив Шуртан
Шуртан, Шуртан, ман савнă ялăм,
Асран тухаймăн ĕмĕрне.
Ăс-тăн парса пире ÿстертĕн,
Ăсатрăн пурнăç çулĕ çине.
Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Туятăп, ял пĕрле манпа.
Çавна пулах пуль манаймарăм,
Чунпа ялан пĕрле санпа.
Тавах сана, юратнă ялăм,
Ытарайми ыр çыннисем.
Епле хавас халь ырă туйăм -
Ялан пĕрле, пĕр ĕмĕтсем.
Тăван яла пырса кĕрсессĕн
Савнать чĕрем, куç шывланать.
Ăшра темле çĕн вăй, тÿсеймĕн -
Кил-йышăн ытамне туртать.
Малти урам, ман савнă вырăн.
Юратнă, ÿснĕ выляса.
Илюш йăмрийĕсем хаваслăн
Лараççĕ анлăн кашласа.
Кунтах пурнать-çке ман юратнă
Атте-анне, ыр тăвансем.
Çĕре çити пуçа таятăп,
Сунсам мана çĕн ÿсĕмсем.
Кунсеренех асра тытатăп,
Путатăп тунсăх шăплăхне.
Темле пулсан та эп манаймăп
Ачалăхри вырăнсене.
Август 2026 |
