Сăвăс чир ертме пултарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:19 Просмотров: 93

Юлашки çулсенче сăвăс нумайлансах пырать.

Вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿсеççĕ. Юр кайсанах хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ вĕсем – пĕчĕк те каварлă, юн ĕмме юратакан сăвăссем. Вĕсем чылай тăрăхра анлă сарăлнă. Активлăхĕ ака-юпа уйăхĕсенче уйрăмах пысăк. Пĕлтĕр, акă, çак тапхăрта республикăри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 2127 çын пынă. Кăçал ака уйăхĕн икĕ эрнинче 10 çынна шута илнĕ.

Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Выçă сăвăссем чĕрчунсемпе çынсен шăршине туйса, сукмаксемпе пысăк çулсен хĕррисенче пухăнаççĕ, курăк, тĕм çине пĕр метртан ытла мар çуллĕшне хăпарса майлă самант кĕтсе лараççĕ. Çынсем иртсе пынă чухне тумтиртен çакланаççĕ, шалалла кĕрсе çара ÿте чи çÿхе тĕлте, хăлха хыçне, хул айне, мăй çине, хырăм тĕлне тăрăнаççĕ. Юн ĕмме тытăнасси çи-пуçран çакланнă хыççăн вăтамран пĕр сехетрен пуçланать.

Этем çине лекнĕ сăвăс юн ĕмнисĕр пуçне сурчăкĕпе пĕрле çын организмне тĕрлĕ инфекци чирне пуçарса яракан микробсем, вируссем лектерме пултарать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Дина АЛЕКСЕЕВА,

Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика