Пурнăç кунĕсем питĕ хăвăрт иртеççĕ. Çул хыççăн çул хыçала юлнăçемĕн хăвăн çинчен те, çынсем пирки те нумай шухăшлатăн.
ххх
Шкулсенче те, культура çурчĕсенче те чылай ĕçлерĕм, юлташсем те, çывăх çынсем те нумай тупрăм.
Ватăлас килмест. Паянхи кун та эпĕ ялсенчи концертсене хутшăнатăп. Çурăм хыçне баян çакатăп та тĕрлĕ ялсене, асра юлнă вырăнсене тухса каятăп. Шкулсенче, культура çурчĕсенче 43 çул ĕçлерĕм. Хамăн вĕренекенĕмсемпе юратнă артистсем пирки калаçрăмăр. Вырăссен, чăвашсен паллă юрăçисене аса илтĕмĕр.
Валентина Толкунован пурнăçĕпе пултарулăхĕ пархатарлă. Мĕнле талантлă çын пулнă вăл. Паллă артистка хăй ĕмĕрĕнче питĕ илемлĕ, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарнă: «Я не могу иначе», «Поговори со мною, мама», «Стою на полустаночке», «Кабы не было зимы», «Носики-курносики» тата ыттисем халăхра анлă сарăлнă. Кашни йĕрки чуна пырса тивет. Манăн килте Валентина Толкунован пластинка çине çырнă юррисем упранаççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ЮМАНАЙ
Август 2026 |
