Мушенниксене 306 миллион тенкĕлĕх пуйтарнă!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:21 Просмотров: 109

Халăхпа ирттернĕ асăрхаттару ĕçĕ лару-тăрăва кăшт лайăхлатма май панă: кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче шулĕксем çынсен пурлăхне çаратнă тĕслĕхсем 24,9 процент чакнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 946 преступлени пулнă-тăк, кăçал - 710.

- Çав вăхăтрах мушенниксем кÿнĕ тăкак питĕ пысăк - пĕлтĕрхинчен 12,9 процент нумайрах. Тăватă уйăхра кăна республика çыннисем ултавçăсене хăйсемех 306 миллион тенкĕлĕх пуйтарнă! - пĕлтерет Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви.

Шулĕксен суя сăмахĕсене чи «ĕненекеннисем» студентсем пулнă-мĕн. Вĕсем 64 тĕслĕхре улталаннă. Çавăн пекех пуринчен ытларах шар курнисем - суту-илÿ ?45%, промышленность ?36%, сывлăх сыхлавĕн ?23%, вĕрентÿ ?17%, строительство ?9% ĕçченĕсем тата ыттисем.

Куратпăр, çынсен укçа-тенкĕ çухатăвĕсем питĕ пысăк. Апла-тăк, мĕнле çакланмалла мар-ха мушенниксен серепине/ Хăçан уйрăмах асăрханмалла/ Мĕнле «палласа» илмелле вĕсене/ Полици сотрудникĕсем ăнлантарнă тăрăх, преступниксенчен хÿтĕленме вĕсен ултав схемисене пĕлни тата яланах сыхă пулни пулăшать. Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви кăçалхи тăватă уйăхра республика çыннисене ытларах çак схемăсемпе пысăк укçа-тенкĕсĕр хăварнине пĕлтерет:

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика