Чăваш Республикинче экзаменсем йышăнмалли кампани старт илнĕ. Кăçал 5 пин ача вунпĕрмĕш, 15,3 пин ача тăххăрмĕш класран вĕренсе тухаççĕ. Тĕп тапхăр июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланать. Экзаменсене ирттерме 36 шкул тата 4 килти пункт хатĕрленĕ.
2026 çулхи тĕп çĕнĕлĕх - экзаменсем вăхăтĕнче йĕркене пăснине онлайн-сервис урлă пĕлтерме май пурри. Пĕтĕм пунктсенче Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă Раççейĕн вĕрентÿ надзорĕпе тÿреммĕн çыхăнма май паракан куаркодсемлĕ плакатсем вырнаçтарĕç. Çавăн пекех БПЛА тата ракета хăрушлăхĕ пулсан вăя кĕртмелли правилăсене тата кашни пунктра хÿтĕленмелли вырăнсем хатĕрлеççĕ. Экзаменсене ирттерес ыйтăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă планеркăра пăхса тухнă. Вăл муниципалитетсене пĕтĕм ыйтăва тĕплĕн пăхса тухма, кĕтмен лару-тăрура хăрушсăрлăха тивĕçтермелли пĕтĕм мероприятине тишкерме хушнă.
Август 2026 |
