Пирĕн паллă ентеш - Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи «Порт Коломна» предприятие ертсе пыракан, Вăрнар округĕн тата Коломна хулин Хисеплĕ гражданинĕ Владимир Алексеев хăйĕн пĕр шухăшлă командипе «Святитель Лука» ятлă шыв тăрăх çÿрекен госпиталь йĕркеленĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ масштаблă çак проекта çулталăк çурăра йĕркелесе янă. Борчĕ çине чăн-чăн медицина центрне вырнаçтарнă, унта врачсен 25 кабинечĕ, лаборатори, УЗИ, эндоскопи тата рентген аппарачĕсем пур. Поликлиника пĕр вăхăтра 50 пациента йышăнма пултарать.
Медицина персоналĕ валли те условисем аван, вĕсен килтен уйрăлса вăрах вăхăт ĕçлеме тивет-çке. Врачсем валли хăтлă каютăсем, спортзал, сауна тата профессионаллă камбуз туса панă.
Госпиталь паллă хирург тата священнослужитель Лука ячĕпе хисепленет.
Ку уйăхра поликлиника пĕрремĕш навигацие тухĕ. Аякри территорисенче вырнаçнă пиншер çынна вăл пахалăхлă тĕрĕслевпе тивĕçтерме пулăшĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
