Патриотлăх, туслăх туйăмĕпе пĕрлештерчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:24 Просмотров: 101

Патриотлăх, çирĕплĕх, çивĕчлĕх... Çĕнтерÿ патне туртăнни, пуринчен маттурри пулма ăнтăлни... Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пуласси... Çак çĕкленÿллĕ туйăмсемпе «Зарница» çар-патриотизм вăййисем округри чи хастар вĕренекенсене кăçал та пĕр тĕвве пуçтарнă.

Вăйăсене хутшăнма, каламалла, мĕнпур командăсем пысăк хавхаланупа, чи вăйлисен ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешме килсе çитнĕ. «Зарницăна» уçнă май çамрăк патриотсем торжествăлла строя тăнинченех çакă яр уççăн курăннă. Ушкăнсем кашниех çар формипе, йăрăс пÿллĕ, стройпа патваррăн та пĕр тикĕс утаççĕ. Торжествăлла мероприятие хутшăннисем - Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова, Вăрнар тăрăхĕн патриочĕсен обществăлла пĕрлĕхĕн ертÿçи Ярослав Никифоров тата ыттисем - çамрăксене кашни тапхăрта хăйсен пултарулăхне тата вăй-хăватне туллин кăтартма, мĕнпур хĕрÿлĕхпе, анчах пĕр-пĕрне хисеплесе, туслăн ăмăртма суннă. «Çак кунсенче эсир чăн-чăн патриотлăхпа хăюлăх шкулĕ витĕр тухатăр. Пĕрлĕхе туятăр, пĕр-пĕрне пулăшассин, хÿтĕлессин хакне ăнланатăр, хăвăр çине яваплăх илме хăнăхатăр. Çак çул çинче сирĕн кашнин ăнăçу пултăр», - палăртнă вĕсем.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика