Пелагея килĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:25 Просмотров: 84

Кăçал Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче тата Шупашкар округĕнче иртĕç.

Уявăн тĕп мероприятийĕ - Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ». Вăл Шупашкар округĕнче пулĕ. Тĕп хула вара пысăк фестивальсене - «Русь мастеровая. Ремесленный край» тата «Родники России» - йышăнĕ.

Мероприятисен площадки йăлана кĕнĕ Театр скверĕпе Хĕрлĕ площадьрен Трактор тăвакансен керменне куçĕ. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале кăçал Çамрăксен форумĕпе пĕрле йĕркелĕç.

Уява июнĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре пĕтĕмлетĕç. Кунта харăс виçĕ гала-концерт иртĕ: «Черчен чечексем» ача-пăча фестивалĕ, «Живая нить традиций» шоу тата «Родники России» фестивалĕн финалĕ.

Республика кунĕ Раççей артисткин Пелагеян концерчĕпе вĕçленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика