Архивра упранĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:26 Просмотров: 95

Малашне КТ, МРТ, УЗИ, ангиографи тата маммографи снимокĕсем Медицина ÿкерчĕкĕсен тĕп архивĕнче упранĕç. Пĕрлехи базăна 527 пине яхăн протокол пухнă та ĕнтĕ. Кун çинчен Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтерет.

Тĕп шухăшĕ - пациентсемпе тухтăрсен пурнăçне ансатлатасси. Малашне снимоксене пĕр больницăран теприне йăтса çÿреме тивмĕ: вĕсене тухтăрсем электронлă майпа курма пултарĕç. Сăмахран, район больницинчи тĕпчеве тÿрех республикăри специалистсем патне консультаци валли яма май килĕ.

Малашлăхра системăна искусствăлла интеллектпа çыхăнтарĕç - çакă тухтăрсене паталогисене хăвăртрах тупса палăртма тата диагностикăн малтанхи тапхăрĕнчи йăнăшсене чакарма май парĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика