Вырăнта тĕрĕслеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:26 Просмотров: 97

Вăрнар район тĕп больницин куçса çÿрекен мобильлĕ комплексĕ хальхинче Туçи Мăратра пулнă. Ял çыннисемшĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне тухма, анализ пама, вакцинаци тата профилактика тĕрĕслĕвĕ ирттерме тĕп больницăна çитмелле мар. Куçса çÿрекен комплекс тата врачсен бригади аякри ялсенче пурăнакансене вăхăтра тата пахалăхлă пулăшу параççĕ. Çакă «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕсен сывлăхне лайăхлатма тата ялти медицинăна аталантарма май парать.

Хальхи йышши медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă мобильлĕ комплексра 30 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă. Çавăн пекех юн анализне панă. Туçи Мăратра пурăнакансем Вăрнарти тĕп больницăн медицина ĕçченĕсене чĕререн тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика