Асаилÿсем цифра архивĕнче упранĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:27 Просмотров: 91

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе çĕршывра ятарлă çар операцине хутшăнакансен историйĕсенчен Халăхăн цифра архивне хатĕрлеççĕ.

Чăваш Республики пĕрремĕшсен йышĕнче çак фонда 40 геройăн видеопортречĕсемпе фронт пирки калакан асаилĕвĕсене панă. Торжествăлла церемони Чăваш наци музейĕнче иртнĕ.

«Пирĕн аттесемпе асаттесен тылри тата вăрçăри паттăрлăхĕ яланах пирĕн асăмăрта. Паян вара историн çĕнĕ сыпăкĕ çырăнать. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин событийĕсене çĕнĕрен çырма хăтланнине куратпăр. Çавăнпа та ятарлă çар операцийĕ тĕлĕшпе кун пек ан пултăр тесе тăрăшатпăр. Эпĕ кашни ветерана паттăрлăхшăн тата СВО пирки объективлă асаилÿ йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăватăп», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Видеомонологсенче боецсем хăйсен фронтри пурнăçĕ пирки тата çар тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине каласа параççĕ. Хăшпĕр историсене чăвашла çырса илнĕ. Чăваш енĕн паха опытне пĕтĕм çĕршывĕпех сарма палăртаççĕ. Çак асаилÿсем «Паттăрлăх урокĕсен» никĕсĕнче пулĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика