50 çул туптаннă телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.05.2026, 15:27 Просмотров: 84

Уйкас Кипекри Даниловсен пÿрчĕ иртнĕ эрнекун 50 çул каяллахи пекех хаваслă сассемпе тулчĕ. Пулăмĕ чăннипех ырă - Галина Макаровнапа Вячеслав Петрович ылтăн туй вылярĕç. Кунĕ те пĕлтерĕшлĕ - шăпах та çак кун пĕтĕм тĕнчипе Çемье кунне паллă турĕç.

Мăшăр çамрăклăха ăшă туйăмпа аса илчĕ. Вĕсем кÿршĕлле ялсенче çитĕннĕ. Уйкас-кипексем вăл вăхăтра Çĕн Сăрьеле час-часах çÿренĕ. Вячеслав Петрович та хăйĕн Тур çырнине шăпах та ку ялта, клубри ташă каçĕнче, тупнă.

Пурнăçĕ унăн çăмăлах пулман. Ашшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Йывăр хуйха пула амăшĕ çумне те чир çулăхнă. Çавăнпа та килти ĕçсем ун çине тиеннĕ. Салтакран таврăнсан вăл тăван килтех юлма шут тытнă. Нимĕнле ĕçрен те хăраман вăл. Ĕне сума та ÿркенсе тăман.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика