Çĕршыв хăрушсăрлăхне хирĕçле киревсĕр ĕçсене, çав шутра пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăннине те, ÿкерсе е видео çине çырса уççăн сарни саккуна пăсни шутланать. Çакăншăн яваплăх та палăртнă. Нумаях пулмасть, акă, Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви саккунсăр контентшăн Шупашкарти 18-ти çамрăка административлă явап тыттарассине пĕлтернĕччĕ.
Ку каччă Шупашкарта тăшман БПЛА-семпе усă курнине сăнлакан видеона интернета вырнаçтарнă-мĕн. Социаллă сетьсен тишкерĕвне ирттернĕ май, вăл ведомствăн экстремизма хирĕç тăрассипе тимлекен Центрĕн тимлĕхне лекнĕ. Йĕрке хуралçисем видео авторне çийĕнчех тупса палăртнă, ăна полици пайне çитернĕ.
Аса илтеретпĕр, республикăн оперативлă штабĕн пĕлтĕрхи августăн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе БПЛА-сене, вĕсем кÿнĕ сиене ÿкерме тата ку информацие интернета кăларма чару лартнă. Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен министерствин представителĕ ку çамрăк тĕлĕшпе административлă протокол çырнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
