Кăрлач уйăхĕн юлашки кунĕсем. Тулта шартлама сивĕ. Каçсерен 35-37 градус. Кăнтăрла, хĕвел кăштах хăпарсан температура 26 градус таран чакать.
- Тук-тук-тук! – илтĕнет пач кĕтмен çĕртен.
- Ай-уй! Такам шаккать! Тухса пăх-ха хăвăртрах! – васкатать упăшкине арăмĕ.
- Тул та çутăлман-çке. Кам чăрмантарса çÿрет-ши ир-ирех/
Санька вырăн çинчен тăрса çăматтисене шырама пуçларĕ.
- Тук-тук-тук! – илтĕнсе кайрĕ татах ыйхăран вăратакан сасă.
Хальхинче ватă çын вăл ăçтан илтĕннине уççăнах ăнланчĕ. Илтрĕ кăна мар… курчĕ те. Кантăк янаххи çинче кăсăя ларать иккен. Хуçисене чĕнсе чăтăмсăррăн чÿрече кантăккинчен шаккать.
- Нумай çывăратăр. Вăранăр. Тăма вăхăт. Сире кĕтсе ывăнтăмăр. Пирĕн те çиес килет, - тесе каласшăн шаккать те шаккать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ливеньмар
Нарăсăн 1-мĕшĕ. 2026 çул
Август 2026 |
