Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:55 Просмотров: 98

Асăмрах ялан

Çывхарса çитнĕ май Çемье уявĕ

Килчĕç асăма аннепе атте.

Пурăннă пĕрле утмăл тăхăр çул

Туслăн, юратса пĕр-пĕрне.

Çемьере яланах килĕшÿ вĕсен пулнă,

Пĕр-пĕрин çине сас хăпартман.

Пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрне упраса

Çитĕнтернĕ пилĕк ачана.

Атте - платник, анне - маçтăр çĕвĕç,

Ĕç вылянă вĕсен аллинче.

Кил тĕрекĕ - атте, чун ăшшийĕ - анне...

Асăма вĕсем каллех килчĕç.

Шел, çук халь вĕсем пирĕнпе,

Умлă-хыçлă кайрĕç çÿл тÿпене.

Эпир, ачисем, чунтан хурланатпăр,

Сирĕн çут сăнсене чĕререх-çке упратпăр.

Сирĕнпе эпир мăнаçланатпăр,

Пĕтĕм кăмăлтан тав тăватпăр.

Сирĕн пурнăç - пирĕншĕн ыр тĕслĕх,

Сирĕнтен хакли çук-çке урăх.

Эльвира ПЕТРОВА

Мăн Явăш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика