Проекта пурнăçласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:55 Просмотров: 68

Вăрнар округĕнчи Мăньял Хапăсри «Родина» ТОС-ăн пĕлтерĕшлĕ пуçарăвне - «Хусканура - пурнăç, пĕрлĕхре - вăй» проектне - пурнăçа кĕртес ĕç вĕçленсе пырать.

Палăртма кăмăллă, проекта Чăваш енри Экономика аталанăвĕн министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçлама май килчĕ.

Йĕркелÿçĕсем хăйсем умне пархатарлă тĕллев лартрĕç: ял çыннисен сывлăхне çирĕплетмелле, вĕсене общество пурнăçĕнче хастартарах пулма пулăшмалла. Пилĕк уйăх тăрăшнин ĕç кăтартăвĕсем чăнахах хавхалантараççĕ.

Михаил Павлов инструктор яваплăха туйса тимленине пула проект участникĕсем сывлăха çирĕплетмелли гимнастика, скандинави утти енĕпе йĕркеленĕ занятисене кăмăлпах хутшăнчĕç. Физкультура хусканăвĕсем ÿт-пĕве пиçĕхтерме пулăшрĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Валерий

КРАСИЛЬНИКОВ, проектăн

пресс-секретарĕ

Проект Чăваш ен Экономика министерствин пулăшăвĕпе пурнăçланать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика