Ĕç çынна илем кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:56 Просмотров: 78

Ĕçе юратакан, пурнăç илемне чунран туякан çынсем çинчен çырма кăмăллатăп.

Малтикас Ялтăрари Парк урамĕнче виçĕ çул каялла ачасен площадкине турĕç пулин те, хăшпĕр ĕçсем юлнăччĕ-ха. Вăл вăхăтра Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕнче Сергей Никитин тимлерĕ. Акă, халь Парк урамĕнче мĕнле илемлĕ, ачасене пур енчен те кăмăла каякан площадкăна йĕркелесе çитерчĕç. Ĕçе вĕçлес тесе тăрăшаканĕ Сергей Никитинах пулчĕ. «Аш-какай комбиначĕ» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов та спонсорла пулăшу панă. Ял-йыш та укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ.

Тавралла тытнă хĕрлĕ, сарă тĕслĕ карта урама хитрелетсех ярать. Кунта тирпейлĕх хуçаланать. Çырма еннелле 2 метр çÿллĕш тимĕр карта тытнă. Ачасен сассисем илтĕнни чуна савăнтарать. «Ял пурăнать-ха», - тесе шутлатăн. Сергей Никитин ĕçе пуçăнсан тĕплĕ туса пĕтермесĕр чарăнмасть. Тавах Турра, яллă тăрăхра чуна парса ĕçлеме пултаракан çынсем пурришĕн.

Тĕллев пулсан стройматериалĕ те тупăнать. «Новый путь» колхоз чухне хранилище пурччĕ. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн юхăнчĕ. Артем Филиппов тăрăшнипе, Николай Аливанов ирĕк панипе çав кирпĕче турттарса Солнечнăй урамран Шкул урамне каçмалли çула пĕр 200 м сарса такăрлатрĕç. Çул сарнă çĕрте Артем Филипповпа Павел Матвеев ытларах тăрăшрĕç, Евгений Алексеев та хутшăнчĕ. Артем Филиппов каланă тăрăх, тата малалла пĕве еннелле те сарса тăсасшăн. Малтикас Ялтăрари пултаруллă, ĕçе юратакан арçынсем пĕр шухăшлă пулса ял илемĕшĕн тăрăшаççĕ. Малашне те вĕсене çакăн пек пулма Турă сывлăх, вăй-хăват парса пытăр.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика