1940 çулта вĕренме кĕмелли экзамен кăтартăвĕсемпе ?диктант çырнă% манăн анне, Мария Павлова, 7 ялăн 65 ачинчен 33 вĕренекен йышĕнче конкурс суйлавне пула тин çеç уçнă Уравăш вăтам шкулĕнчи саккăрмĕш класра ăс пухма пуçланă. Анчах шкулта вĕреннĕшĕн 8-мĕш класран тытăнса çулталăкра 150-шар тенкĕ тÿлемелле пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче фронтовиксен ачисем валли суммăна 70 тенке çити чакарнă. Пылчăкра та, шартлама сивĕре те кулленех шкула 4 çухрăм çÿрес мар тесе вăл тепĕр чухне пĕр ватă мăшăр патĕнче çĕр каçнă. «1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпĕ тантăшсемпе Вăрнарти паркра «Акатуй» уявĕнче пултăм. Аслă юман çумне çапса лартнă хытă калаçакан хура репродуктор вăрçă пуçланни çинчен каланă сăмахсем илтĕнсен халăх хăвăрт саланчĕ», - аса илнĕ анне.
Сăр чикки
1941 çулхи чÿк уйăхĕнче пирĕн аннене ял çыннисемпе пĕрле Сăр хÿтĕлев чиккине тума янă. Вĕсене 20 метра яхăн çĕр уйăрса панă, малтан вĕсем канма, çывăрма май паракан окоп-çĕрпÿрт чавнă. Лумпа, киркăпа тата кĕреçепе хĕрарăмсемпе çула çитмен çамрăксем тăшман танкĕсем ан каçчăр тесе 3 метр сарлакăш траншейăсем тунă.
Пĕр канмалли кунсăр, 30 градус сивĕре те ĕçленĕ. Çĕрпÿртне-окопне шалчасемпе тата чăрăш лăссипе витнĕ. Юнашарах траншейăра пĕчĕк кăвайтсем чĕртнĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе окопри лапка çинче çывăрнă. Портянкăсемпе çăпатасене вут умĕнче хăвăрт типĕтнĕ те типĕ енне чĕркенĕ, хăш чухне вĕсене хĕртнĕ. Сахал çитернĕ, хăшĕ-пĕри шăнса пăсăлнă та раштав уйăхĕнче киле таврăнсан чылайччен сипленнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Григорий ВАСИЛЬЕВ
Çĕрпел
Август 2026 |
