Çулсемпе чарăну вырăнĕсем çĕнелеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:57 Просмотров: 68

Калинино салинче «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» автоçулăн участокĕнчи ĕçсем малалла пыраççĕ. Кунта тротуарсене, çул урлă çуран каçмалли тата чарăну вырăнĕсене хăтлăлатаççĕ.

Пĕлтĕр подрядчик 800 метр тротуара çĕнĕрен сарнă. Хальхи вăхăтра специалистсем кĕркунне–çуркунне сиенленнĕ вырăнсене юсаççĕ. 2026 çулта тата тепĕр 1,86 км тротуар тума, çул-йĕр паллисене, разметка вырнаçтарма тата ытти ĕçсене пурнăçлама палăртаççĕ. Контракт тăрăх, тротуарсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 2,66 км шутланать. Тротуарсене июнь уйăхĕнче туса пĕтерме палăртаççĕ, август уйăхĕнче пĕтĕм объекта хута ямалла.

Уравăш салинче те тахçанах кĕтнĕ çул-йĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Пуçаруллă проект йĕркипе кунта Первомайски тата Садовăй урамсем хушшинчи участокри çула юсаççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 250 метр. Ĕçсене подрядчик графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлать.

Чăваш ен правительствин ертÿçи Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулта республикăра çĕнĕ çулсем сарма, пуррисене юсама федераци бюджетĕнчен 12 млрд тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика