Тăван кил ăшшине туйччăр тесе тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:57 Просмотров: 58

Пире мĕн пĕчĕкренех çынна ырă тума вĕрентсе ÿстернĕ. Çакă паянхи пурнăçра питех те кирлĕ пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа пĕтĕм халăх салтаксене пулăшас ĕçе кÿлĕнчĕ

«Эпир те, пăртассем, ку ĕçрен юлас мар терĕмĕр. Вăй çитнĕ таран майне тупса ентешсен фронтри ĕçне кăшт та пулин çăмăллатас тетпĕр», - пĕлтерчĕ Пăртасри хастарсенчен пĕри Марина Мокшина.

Ялта волонтерсен ушкăнĕ 2024 çулта йĕркеленнĕ. Маларах маскировка сечĕсене çыхас тăкаксене «ZOV Вурнары» саплаштаратчĕ. Анчах та обществăлла пĕрлешĕвĕн тиевĕ питех те пысăк, салтаксем, хамăр ентешсем, ыйтнипе оборудованипе, техникăпа тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Çавăнпа та пăртассем, ытти çĕрти пекех, хÿтĕлев сечĕсене çыхас расхутсене хăйсем çине илнĕ.

Ырă чĕресемшĕн, ырă ĕçсемшĕн кашнинех тав тумалла. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни паянхи саманара питех те пĕлтерĕшлĕ. «Ял çыннисем ыркăмăллăх ĕçĕнчен аякра юлмаççĕ. Фронтран хамăр ачасенчен заявка килсен нумайăшĕ тÿрех укçа-тенкĕ куçарса парать», - пĕлтерчĕ Марина Борисовна.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика