Ĕмĕрлĕх астăвăм паллисем пулĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:58 Просмотров: 59

Иртнĕ кĕçнерникун округ администрацийĕн ЗАГС пайĕнче паянхи паттăр хÿтĕлевçĕсен - ятарлă çар операцийĕн участникĕсен - çемйисем, тăванĕсем пухăннă. Çак кун вĕсемшĕн чĕрене вырнаçайми хурланупа, çав вăхăтрах мухтавлăх туйăмĕпе те тулли пулнă темелле. Вĕсем чи çывăх çыннисен - Тăван çĕршывшăн юн тăкса пуçĕсене хунă паттăр салтаксен - наградисене ĕмĕрлĕх управа илме тивĕçнĕ.

Ку сумлă орденсемпе-медальсем - çар çыннисем хăйсен хăюлăхĕпе тата хастарлăхĕпе çĕршыв умĕнче палăрнине çирĕплетни. Раççей Президенчĕн Указĕпе вĕсемпе чыслани кашнин паттăрлăхне патшалăх шайĕнче йышăннине, хисеп тунине пĕлтерет. Торжествăлла церемони вăхăтĕнче, акă, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Андрей Балыков Хăюлăх орденне Леонид Геннадьевич Гавриловăн ?Шупашкарта çуралса ÿснĕ%, Валерий Геннадьевич Максимовăн тата Владимир Петрович Кочановăн ?Çĕрпел% тăванĕсене панă. Çавăн пекех «Хăюлăхшăн» медальпе палăртнисем - Юпшик Ялтăрари Алексей Владимирович Иванов тата Калининăри Павел Сергеевич Никитин. Вăрнарти Денис Анатольевич Федорова вара 2 степень «Харсăрлăхшăн» медальпе наградăлама йышăннă. Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисенче упранакан çак наградăсем ĕмĕрлĕх астăвăм паллисем пулĕç. Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова та паттăр ентешсене асра тытни тата вĕсен çемйисене пулăшу парса пыни пирĕн сăваплă тивĕç пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика