Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ хальхи вăхăтра питĕ çивĕч. Юлашки тапхăрта пулса иртнĕ ирсĕрлĕхсем çакна яр уççăн кăтартрĕç. Çавăнпа та республика çыннисен хÿтлĕхне тивĕçтересси пĕрремĕшле тĕллевсен шутне тухса тăрать.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штабĕн тĕп йĕркелÿпе мобилизаци управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа ирттернĕ тĕлпулу вăхăтĕнче те чи малтанах хăрушсăрлăх задачисем пирки калаçнă. Палăртнă тăрăх, пĕрремĕшле ĕçсен шутĕнче - регионăн нумай шайлă хăрушсăрлăх системине çирĕплетесси. Уйрăм тимлĕхре çавăн пекех - пилотсăр вĕçев аппарачĕсене хирĕç тăрасси.
Шăпах юлашки ыйтăва сÿтсе явнă май ĕнтĕ Олег Николаев республикăра БАРС уйрăм подразделени туса хурассипе ĕçлеме тытăннине пĕлтернĕ. Ку ятарлă службăн тĕллевĕ - пилотсăр вĕçев аппарачĕсене тупса палăртса тĕп тăвасси. Вăл халĕ ĕçлекен хÿтĕлев системин хăватлăхне ÿстерекен хушма вăй пулĕ.
- Паян хăрушсăрлăха тивĕçтересси мĕнпур структурăна май килнĕ таран пĕрлешсе тимлеме, тĕрлĕрен лару-тăрусем тухсан тĕрĕс йышăнусем тума хатĕр пулма хистет. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕçе кулленех тĕрĕслевре тытса тăрăп, - çирĕплетнĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ирина ПЕТРОВА
Август 2026 |
