Йăлана пăхăнса Вăрнар округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна хальхинче «Рассвет» спортшкулта йĕркелерĕç. Тĕлпулăва Чăваш енри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова, Шупашкарти «Сокол» хоккей клубĕн директорĕ Дмитрий Панферов килчĕç. Тĕп темăсем тавра анлă калаçусем иртрĕç.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Вăрнар территори пайĕнче пурăнакансем, округри предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Сывлăх - чăн пуянлăх. Ăна укçа парса сутăн илеймĕн. Лариса Тарасова министр Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвне тĕпе хурса кăçал та çулла «Сывлăх патне утăм» масштаблă медицина проекчĕ вăй илмеллине палăртрĕ. Çавăн пекех республикăра «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Кардиопоезд» тухса çÿрекен бригадăсене ĕçлеттерсе ярасшăн.
«Çирĕп ÿт-пÿре çирĕп чун», - теççĕ. Округра ГТО нормативĕсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ сферăсенче вăй хуракансем хастар, спортпа тата физкультурăпа туслă. Министр савăнăçлă лару-тăрура Вăрманкасри культура учрежденийĕн пултарулăх ертÿçине Нина Тикиневăна ГТО-н ылтăн паллипе чысларĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
