Юлашки шăнкăрав - çĕнĕ тапхăрăн пуçламăшĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2026, 08:59 Просмотров: 106

Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче округри пĕтĕм шкулта черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнине пĕлтерекен юлашки шăнкăрав сасси янăрарĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 116 ачашăн çак кун чăннипех хумхануллă пулчĕ.

Вĕсем тăван шкулпа сывпуллашса вальс ташшинче çаврăнчĕç. Çак самантра хăшĕ-пĕри ачалăх вĕçленнине, хăйсем тек çитĕннисен ретне тăнине, тус-тантăшĕсемпе уйрăлма вăхăт çитнине туйса тунсăхларĕç. 9-мĕш класс пĕтерекенсем округра пурĕ 364 ача. Вĕсем хальлĕхе суйлама пултараççĕ: сентябрьте 10-мĕш класа килмелле е колледжсемпе техникумсенче професси пĕлĕвне илмелле.

Салам тата тав сăмахĕсем чылай янăрарĕç юлашки шăнкăрав уявĕнче. Округ администрацийĕн представителĕсем, шкул директорĕсем, ашшĕ-амăшĕсем торжествăлла линейкăна пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен кашниех выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытса ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлама ырă сăмахсем каларĕç.

Умра вара хĕрÿ тапхăр - патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем. Чи малтан хăйсен пĕлĕвне 11-мĕш класра вĕренекенсем тĕрĕслĕç, çу кунĕн 1-мĕш кунĕнче историпе, литературăпа тата химипе экзамен тытĕç. Июнĕн 4-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, 8-мĕшĕнче математикăпа çыраççĕ. Хыççăн ытти предметсемпе. Экзаменсен результачĕсемпе кăмăлсăр юлнисен июлĕн 8- е 9-мĕшĕсенче тепĕр хут хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме май пур. Анчах 2-мĕш хутĕнче илнĕ кăтартусене кăна шута илĕç, вĕсем пĕрремĕшĕнчен сахалрах пулсан та.

9-мĕш класра вĕренекенсен экзаменсем июнĕн 2-мĕшĕнчен пуçланса июнĕн 19-мĕшĕнче вĕçленĕç. Резерв кунĕсене те палăртнă: июнĕн 29-мĕшĕ - июлĕн 6-мĕшĕ. Экзамен результачĕсем 7-14 кунран паллă пулаççĕ. Пурне те ăнăçу тата çитĕнÿсем сунатпăр!

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика